Ут — Лаша

 

2300«Лашинчен урапи юлмасть», — терӗ тет Кӑнти.Ут — Лаша
2309«Пӗр кун туя кайиччен виҫӗ кун суха тӑваттӑм эп», — тесе калать тет лаша.Ут — Лаша
2206Айӑр — витере ташласа тӑма, кӗсри — суха тума.Ут — Лаша
2213Айӑрпа улшуҫ пӗр шутлӑ тет.Ут — Лаша
2205Апатлӑ лаша аптрамасть.Ут — Лаша
2207Ӑйӑр кукалесе арлан тӑпри кӑларнӑ.Ут — Лаша
2208Ӑйӑр ташласчӗ тет, лаши мӗнле тӑрантарас тет.Ут — Лаша
2209Ӑйӑра кӗсре пултӑр, ясара пасар пултӑр.Ут — Лаша
2210Ӑйӑра сӗлӗ юсать.Ут — Лаша
2211Ӑйӑра тӑрантас кӳлнӗ, кӗсрине сухапуҫ кӳлнӗ.Ут — Лаша
2212Ӑйӑрне лӑпкаҫҫӗ, лашине ҫапаҫҫӗ.Ут — Лаша
2214Ӑйри — вӑй нумай тет, хуҫи — ҫиме пӗтрӗ тет.Ут — Лаша
2215Ӑйри кӗҫенсен кӗсри пырать.Ут — Лаша
2216Вӗренти утран ирӗкри ут апат ыйтать.Ут — Лаша
2217Вуник тиха турӑм, мӑйӑмран хӑмӑт тухмарӗ.Ут — Лаша
2218Икӗ кӗсре ӗмекен тиха мӑнтӑр теҫҫӗ.Ут — Лаша
2219Иркӗн лаша ҫине иккӗн те утланаҫҫӗ.Ут — Лаша
2220Кӑтӑрмак кӗсре ӗҫре лӑпланать.Ут — Лаша
2222Кӗсрен кӗсен тухнӑ тет.Ут — Лаша
2221Кӗсрен ҫичӗ тиха, мӑйӗнчен хӑмӑт хӑвӑнман.Ут — Лаша
2223Кӗсрене нӑхта кирлӗ, хӗрарӑма — сурпан.Ут — Лаша
2224Кӗсри кӗҫенмесен ӑйри пымасть.Ут — Лаша
2225Лайӑх кӗсререн лайӑх тиха пулать.Ут — Лаша
2226Лайӑх лаша пуҫне ухса утать.Ут — Лаша
2227Лайӑх лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать.Ут — Лаша
2228Лайӑх лаша чӑпӑрккасӑрах чупать.Ут — Лаша
2230Лайӑх лашана пӗр пушӑ, чуман лашана ҫӗр пушӑ.Ут — Лаша
2229Лайӑх лашана сӗлӗ хӑвалать.Ут — Лаша
2231Лайӑх лашана чӑпӑркка кӑтартни те ҫитет.Ут — Лаша
2232Лайӑх лашапа Вӑрнар ҫулӗ те вӑрӑм мар.Ут — Лаша
2268Лаша — хамӑн лайӑх, арӑм — ҫыннӑн лайӑх.Ут — Лаша
2233Лаша апачӗ лашаран хаклӑ.Ут — Лаша
2234Лаша ашне тутар ҫех юратать.Ут — Лаша
2235Лаша вырӑнне пакша тыттарса хӑварнӑ тет.Ут — Лаша
2236Лаша вырӑнне чӑпӑркка кӳлсе ҫӳреме май ҫук ҫав.Ут — Лаша
2237Лаша илес тесен ҫамрӑккине ил.Ут — Лаша
2238Лаша йӑваланнӑ ҫӗре ҫӑм тӑкӑнса юлатех.Ут — Лаша
2239Лаша йӗвен шырамасть.Ут — Лаша
2240Лаша йӗвенне алран алла тыттараҫҫӗ.Ут — Лаша
2241Лаша йӗпене сӑмсипе туртать теҫҫӗ.Ут — Лаша
2242Лаша йӗрне лаша пусать, этем йӗрне этем пусать.Ут — Лаша
2243Лаша кӗлерсен кӗлӗ вӑлама вӑхӑт ҫук.Ут — Лаша
2244Лаша кӳлес чух пӗкӗ авмаҫҫӗ.Ут — Лаша
2245Лаша кӳлсе тӑвара пӗлмест, ҫапах хӗр суйлать.Ут — Лаша
2246Лаша лавра палӑрать, этем ӗҫре палӑрать.Ут — Лаша
2247Лаша лайӑх — ҫул кӗске, ачи лайӑх — ҫӗр кӗске.Ут — Лаша
2248Лаша лайӑххи хуҫаран килет.Ут — Лаша
2249Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет тет, йытӑ йытта вӗрнинчен.Ут — Лаша
2250Лаша лашана кӗҫеннинчен пӗлет, йытӑ йытта шӑршласа, пуян пуяна мулӗнчен.Ут — Лаша
2251Лаша пасарӗнче — чикан, виле масарӗнче — ҫӑхан.Ут — Лаша